Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑрттӑн янӑ ҫын (Кӗмел Кӗпер)

Ҫӳллӗ тусем ҫинче —_ ыкӗ йӑва,
Пӗр йӑвинче ӑмӑрткайӑк ларатъ.
Тепӗр йӑвинче темле кайӑк,
Вӑл мӗнле кайӑкне кам калать?

Ҫӳллӗ туссм ҫинче икӗ вӑрман,
Пӗр вӑрманне кетӗм — аташрам.
Тепӗр вӑрманӗнче аташмӑп-ши,
Кам та пулсан мана калать-ши?

Ҫӳллӗ тусем ҫинче икӗ ҫул,
Пӗр ҫулӗпе кайрӑм — калла тухрӑм,
Тепӗр ҫулӗ ӑҫта каять-ши,
Кам та пулсан мана калатъ-ши?

Авалхи юрӑ.

ВӐРТТӐН ЯНӐ ҪЫН

Вӑрттӑн янӑ ҫын вӑл — тӑшман куҫ-хӑлхи. Ӑнлантарса калани.

1231 ҫул вӗҫленсе пырать. Тутар-монголсене пӑлхарсен ҫарӗ аслӑ та чаплӑ патша Челпир ертсе пынипе пӗрремӗш хут ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкнӑранпа сакӑр ҫул ҫитрӗ. Унтанпа тутар-монголсен ҫарӗсем Атӑлҫи Пӑлхарстан ҫине тата икӗ хутчен те тапӑнса кӗчӗҫ. Икӗ хутӗнче те пӑлхарсем вӗсене Ылттӑнпик патша ертсе пынипе ним юлми ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкрӗҫ. Ытти ҫӗрте тутар-монголсем ниҫта та харап курмаи. Кунта вара ҫапла виҫӗ хутчен харап тӳсни тутар-монголсене питӗ тарӑхтарнине Ылттӑнпик лайӑх пӗлет. Вӗсем пӑлхарсене куншӑн каҫарас ҫук. Вӗсем татах та, татах та пысӑкрах ҫар пухса тапӑнаҫҫех. Ҫакна кӗтес пулать. Вӑйсене пухас пулать. Ик шывӗ хӗрринчи ҫапӑҫуччен шухӑшланӑ пекех, халӗ, кӑшт пушаннӑ хыҫҫӑн, Ылттӑнпик анӑҫра, хӑйсен хыҫӗнче пурӑнакан вырӑс пиклӗхӗсене тухса каяс, унти кнеҫсемпе тутар-монголсене хирӗҫ пӗрле кӗрешесси пирки калаҫса татӑлас терӗ.
Инҫе ҫула тухас умӗн Ылттӑнпик хӑй патне Шерумпика чӗнтерчӗ.
— Атя, ывӑна пӗлмен тусӑм, вырӑссем патне тухса каятпӑр, — терӗ патша куҫ-хӑлха пулса ҫӳреме ӑста ҫынна.
— Манӑн каялла монголсем патне каймалла марччӗ-ши? — хӑй шухӑшне калас терӗ Шерумпик. — Вырӑссем ҫапах юлашки ҫулсенче пирӗн ҫине тапӑнма пӑрахрӗҫ. Монголсенчен вара темӗн те кӗтме пулать.
— Ҫук, халлӗхе вырӑссем патне кайни кирлӗ, — ҫирӗплетсех каларӗ патша. — Вырӑсла та лайӑх пӗлетӗн. Унта та куҫ-хӑлха пулса ҫӳрӗн. Вырӑссем мӗнле щухӑшпа пурӑннине пӗлни те кирлӗ пире. Килӗшӳ тунипе кӑна ҫырлахни нимӗн те памасть. Вырӑс кнеҫӗсене пӗлетӗп: килӗшӗве вӗсем кирек хӑҫан та пӑсма пултараҫҫӗ. Монголсем патӗнче пирӗн куҫ-хӑлхасем пур-ха. Вӗсем унта мӗн пулса иртнине пире пӗлтерсех тӑрӗҫ.
Хӑй вырӑнне, патшалӑхри ӗҫсене туса пыма, Ылттӑнпик вара ашшӗпе пӗр-тӑванӑн ачине Парӑҫ-Пӑрӑнтая хӑварас терӗ. Ку вара Саврӑш-паттӑра пачах та килӗшмерӗ:
— Шанмастӑп эпӗ ӑна, — терӗ вӑл. — Темӗскер лайӑх марри пур унта. Пачман ҫине яланах питӗ сиввӗн пӑхать.
Ылттӑнпик чӗлхине чаклаттарса илчӗ:
— Пӗлетӗп-ха эпӗ. Ылттӑнчеч пирки пулчӗ-ха ӗнтӗ ку. Икӗ каччӑн пӗр шухӑшччӗ. Анчах Ылттӑнчеч Пачмана суйласа илчӗ.
— Ана пурте пӗлетпӗр-ха, — килӗшнӗн каларӗ Саврӑш-паттӑр. — Анчах патшалӑх ӗҫне тунӑ чухне кун пек пур-ҫука манмалла. Вӑл вара манасшӑн мар пек.
— Юрӗ, кун пирки унпа калаҫӑп, — килӗштересшӗн каларӗ патша. — Ӑсӗ-пуҫӗ пур, ӑнланмалла. Ӗмӗр тӑршшӗпе иртсе кайни ҫинчен шухӑшласа пурӑнмалла мар. Урӑх кама хӑварас-ха? Ылттӑнчеч халлӗхе ҫамрӑк-ха. Сан хӑвӑн ӗҫӳ пур.
— Пачмана хӑвармалла! — тӳрех каларӗ Саврӑш.
— Ун пирки шухӑшланӑ эпӗ, — ӑнлантарса каларӗ Ылттӑнпик. — Анчах Пачман тикки мар. Халӑх ӑнланмӗ.
— Ун вырӑнне Пачман — куркан, Ылттӑнчеч упӑшки. Ҫитменни-не тата чаплӑ ҫарпуҫӗ, шанчӑклӑ ҫыи.
— Ку кӑна ҫителӗксӗр, — кйлӗшмерӗ Саврӑш-паттӑрпа Ылттӑнпик. — Патша вырӑнне юлаканни, йӗрке тӑрӑх, тикки пулмалла...
Ан кулян, Саврӑш тусӑм, эпӗ нумайлӑха каймастӑп. Ун пек-кун пек пулсан, эсӗ пур, Пачман пур. Тӳрех мана систерӗр. Калаҫса татӑлтӑмӑр-и?
Камӑллах тулмасассӑн та ҫарпуҫӗн патша каланипе килӗшмеллех пулчӗ.
* * *

Парӑҫ-Пӑрӑнтай ҫурчӗ патша керменӗнчен инҫе мар, вӑл икӗ хутла, сакӑр кантӑклӑ.
Ылттӑнпик патша инҫе ҫула тухса кайнӑранпа виҫӗ кун иртсессӗн, тӑваттӑмӗш кунне ирхине, Парӑҫ-Пӑрӑнтая таҫтан килнӗ темле ҫын курасшӑн пулнине каларӗҫ.
— Кам вӑл? — пӗлесшӗн пулчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Хӑй камне каламасть, — терӗҫ хуралта тӑракансем. — Кӑнар-тикки мана пӗлет, тет. Тата, акӑ, сана ҫак курӑк ҫыххисене пама ыйтрӗ.
Хӑйне панӑ курӑк ҫыххисене илсессӗн, Парӑҫ-Пӑрӑнтай тӳрех сунарта мӗн пулнине аса илчӗ.
— Кӗтӗр! — хушрӗ.
Часах Парӑҫ-Пӑрӑнтай патне сӑхман тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмлӑ калпак лартса янӑ вӑрӑм сухаллӑ ҫын кӗчӗ.
— Мана сыватаканни эсӗ пулнӑ-и? — ыйтрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Эпӗ, — пуҫне тайса хуравларӗ килнӗ ҫын.
— Кам эсӗ? Мӗн кирлӗ сана?
Килнӗ ҫын йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Алӑк патӗнче тӑракан теккер ҫине кӑтартрӗ те пуҫне сӗлтрӗ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай ӑнланчӗ, кунта темӗнле пысӑк вӑрттӑнлӑх пур, ытлашши хӑлха пулни пӗрре те кирлӗ мар.
— Кай! — хушрӗ вӑл теккере.
Леш тухса кайсан, Парӑҫ-Пӑрӑнтай каллех килнӗ ҫын ҫине тинкерсе пӑхрӗ.
— Кам эсӗ?.. Кала!
Килнӗ ҫын хӗвӗнчен йывӑҫран тунӑ тем япала кӑларчӗ те Парӑҫ-Пӑрӑнтая пачӗ.
— Мӗн ку? - аллине илчӗ панӑ япалине килхуҫи.
Пайцза.
Чӑнах та, ку монголсем паракан пайцза пулчӗ.
— Батый-хан пайцзи. Унпа таҫта та ҫитме пулать. Никам та тивмест. Никам та чарса тӑраймасть, — ӑнлантарса пачӗ килнӗ ҫын.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай ку кам иккенне ӑнланма тытӑнчӗ, ҫапах та тӗплӗнрех пӗлес терӗ.
— Сана Батый-хан янӑ-и?..
— Батый-хан хӑй пайцзине питӗ сахал ҫынна парать, — калаҫма тытӑнчӗ килнӗ ҫын. — Ку пайцзана вара Батый-хан ятарласа сан валли пачӗ, элтепер тата аслӑ патша...
— Мӗнле элтепер? — тӗлӗнчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Мӗнле аслӑ патша? Пирӗн элтепер те аслӑ патша — Ылттӑнпик!.. Эпӗ элтепер те аслӑ патша пулма пултараймастӑп.
— Пултаратӑн! — пӑшӑлтатса каларӗ килнӗ ҫын. — Элтепер те аслӑ патша эсӗ!.. Элтепер те аслӑ патша пулатӑн!.. Парӑҫ-Пӑрӑнтай — элтепер те аслӑ патша!.. Ылттӑнпик мар, пирӗн, пӑлхарсен, элтеперӗ тата аслӑ патши эсӗ пулатӑн!..
Парӑҫ-Пӑрӑнтай аса илчӗ, ара, ку сӑмахсене вӑл вӑрманта тӑнне ҫухатсан, тӗрӗсрех каласан, тӑна кӗрсе пынӑ чухне те илтнӗччӗ.
— Кам эсӗ? — тепре хушуллӑн ыйтрӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай.
— Тахҫан-тахҫан эпӗ пӑлхар пулнӑ, — терӗ килнӗ ҫын. — Чылай ҫулсем каялла эпӗ Турана таварпа кайнӑччӗ. Ҫавӑн чухне монголсем патне тыткӑна лекрӗм... Халӗ вара Батый-ханӑн шанчӑклӑ ҫынни эпӗ, Капет. Атте-анне мана Чакак тесе ят панӑ пулнӑ. Ӳссе ҫитсен эпӗ хам валли ҫӗнӗ ят, лайӑх ят тупрӑм — Капет. Капан пек чаплӑ ҫын, пысак ҫын тенине пӗлтерет вӑл.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай килнӗ ҫын калаҫнине питӗ тӗлӗнсе итлесе ларчӗ.
— Эпӗ калани пӗтӗмпех чӑна килет, — калаҫрӗ ҫак хушӑра килнӗ ҫын, Капет текенни. — Монголсем пӗтӗм тӗнчене ҫӗнсе илеҫҫӗ. Вӗсемпе туслӑ пулсан кӑна хальхи саманара этемӗн пуласлӑхӗ пур. Батый-хан сан ҫинчен питӗ лайӑх пӗлет. Сана, пӗртен-пӗр сана, Атӑлҫи Пӑлхарстан элтеперӗ тата аслӑ патши пулма тивӗҫлӗ ҫын тет. Унпа туслӑ пул, вара пӗтӗмпех пулать. Халӗ питӗ лайӑх вӑхӑт. Ылттӑнпик ҫук. Эсӗ патшасен йӑхӗнчи ҫын. Хӑвна элтепер тесе пӗлтер. Кирлӗ пулсан, монголсем сана ҫар ярса та пулӑшма хатӗр.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай лайӑх ӑнланчӗ: ку этем, чӑнах та, монголсем патӗнчен килнӗ. Хӑйне панӑ япала, чӑнах та, Батый-хан пайцзи. Анчах ку вӑл пӗтӗмпех кӗтмен япала-ҫке-ха!.. Хӑйне мӗнле тытмаллине Парӑҫ-Пӑрӑнтай малтанласа пӗлеймерӗ-ха.
— Ылттӑнпике юраса кӑна пурӑнни мӗн парать сана, — калаҫре те калаҫрӗ ҫав хушӑра Капет текенни. — Хӑвна епле мӑшкӑл кӑтартнине мӗнле час манмалла вара?.. Ылттӑнчеч камӑн пулмаллаччӗ-ха? Санӑн пулмаллаччӗ!.. Мӗншӗн Ылттӑнпике юраса пурӑнмалла сан? Хӑвна ҫапла мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн-и?.. Ҫук, ҫук, хӑвна ху алла илмелле сан. Хӑв кам пулнине чухламалла!..
"Кур-ха, пӗтӗмпех пӗлет, — тӗлӗнчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай. — Эппин, кунти ӗҫсем ҫинчен монголсене хыпарласах тӑракансем тахҫантанпах пулнӑ иккен..."
— Монголсем сана мӗн кирлӗ ҫавӑн пек пулӑшма хатӗр, — ҫаплах калаҫрӗ Капет. — Вӗсем вара, тӗрӗссине калатӑп, пулӑшма та, хӑйсен тӑшманӗ пулнӑ ҫынна усал тума та пӗлеҫҫӗ.
Тӗплӗн итлесе ларчӗ Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӑй патне монголсем янӑ ҫын каланине.
— Юрӗ, эсӗ каланисем пирки эпӗ шухӑшлӑп, — терӗ вара аптранӑ енне. — Ҫапах та эсӗ каланине тума мана пулӑшакан кирлӗ. Ман пата юлма, мана пулӑшса пыма пултаратӑн-и?
— Юлатӑп, — кӗскен хуравларӗ Капет. — Мана сан патна юлма хушнӑ. Эпӗ санӑн куҫ-хӑлху та, сана пулӑшаканӗ те пулатӑп...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-13 23:04:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2700 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем